Telegram Web
💢Олег Николаев стипендие тивĕçнĕ РСО боецĕсене свидетельство парса чысларĕ

Паян, Раççейри студентсен отрячĕсен кунĕнче, çак юхăма парăннисем И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн культура керменĕнче пуçтарăнчĕç. Кунта «Чӑваш Республикин чи лайӑх студентсен отрячӗ» куҫса ҫӳрекен ялав хуçине палăртрĕç. Ăна "Вита" студентсен медицина отрячӗ тивĕçрĕ. Чи хастаррисене тав хучӗсемпе чысларĕç.

Студентсен отрячӗсем йĕркĕленнĕренпе, 1959 ҫултан пуҫласа, юхăма 20 миллион ытла яш-кӗрӗм хутшӑннӑ. Раççейре уява РФ Президенчĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн 2015 çултанпа паллă тăваççĕ. Чăваш Республикинчи уйрăма 2001 çулта йĕркеленĕ.

Юлия Иванова сӑн ӳкерчӗкӗсем тата видео
ХЫПАР | ХЫПАР СӖНЕС
ХЫПАР - ВЕСТИ ЧУВАШИИ
Photo
Media is too big
VIEW IN TELEGRAM
💢Олег НИКОЛАЕВ, Глава Чувашии:

– Я безумно рад, что наши чувашские студенты нисколько не растерялись, в числе первых вошли в рейтинг движения новой волны, нашли применение своей устремленности.

Видео Юлии Ивановой
ХЫПАР | ПРЕДЛОЖИТЬ НОВОСТЬ
💢2024 çулта республикăри çулсем çинче 810 авари пулнă

Вĕсенче 106 çын вилнĕ, 1025-ĕн суранланнă. Çак тата ытти кăтартăва республика ШĔМĕн Патшалăх автоинспекцийĕн управленийĕн пуçлăхĕ Владимир Романов çулсем çинчи йĕркелĕх хуралĕн иртнĕ çулхи ĕçне пĕтĕмлетме журналистсем валли йĕркеленĕ пресс-конференцире пĕлтерчĕ.

Çуран çынсемпе çыхăннă ĕç-пуç ансат мар. Тĕттĕм вăхăтра вĕсем курăнмаççĕ — инкек пуласси те часах. Пĕлтĕр вĕсене таптанă 253 тĕслĕхе шута илнĕ — 228 çын суранланнă, 35 çын вилнĕ, çав шутра 30-шĕ — талăкăн тĕттĕм вăхăтĕнче. 28-шĕн тумтирĕ çинче тĕттĕмре автомобиль фарин çути ӳкнипе çутатакан элементсем пулман. Ял-хулара пурнăçĕ татăлнисен кăна мар, вĕсен тулашĕнче шар курнă 13 çыннăн та. Управлени пуçлăхĕ пăшăрханăвне пытармарĕ: çитĕннисем кăна мар, ачасем те тĕттĕмре çавнашкал элементсемсĕрех чупаççĕ. Апла тăк ку енĕпе шкулсенче те, ашшĕ-амăшĕнчен те тивĕçлĕ тимлĕх пулмалла. ПАИ вара муниципалитетсен влаçĕсене çуран çынсем çул урлă каçмалли вырăнсене, тротуарсене çутатса тăмалла тумашкăн хистет.

Тĕплĕнрех – «Хыпар» хаçатра (15.02.2025)

ХЫПАР | ХЫПАР СӖНЕС
💢 Анастасия Нягина из Чебоксар стала лауреатом 1 степени III Всероссийского многожанрового фестиваля-конкурса «Шаг к успеху»

Ученица 4-й гимназии признана лучшей в номинации "Эстрадный вокал".
ХЫПАР | ПРЕДЛОЖИТЬ НОВОСТЬ
💢Чăваш Енре ятарлă çар операцине хутшăнакансене, вĕсен çемйисене пулăшмалли мерăсен шучĕ 30-тан та иртет

Шкулсенче вĕри апатпа 3,2 пин ачана тӳлевсĕр тивĕçтереççĕ, 3,8 пине яхăн ача кружоксене, секцисене тӳлевсĕр çӳрет, 2,7 пинĕшĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илсе тăрать. СВОна хутшăннă 1 пин ытла ентеш кунта реабилитаци тухнă, вĕсенчен 300-шĕ — стационарта. Çывăх кунсенчех «Хамăрăннисен вăхăчĕ» проект, Раççей шайĕнчи «Паттăрсен вăхăчĕн» аналогĕ, ĕçлесе кайĕ. Ĕнерхи салтаксемпе офицерсене влаç органĕсенче, ытти тытăм ертӳлĕхĕнче ĕçлеме хатĕрлĕç.

Тĕплĕнрех – «Хыпар» хаçатра (15.02.2025)

ХЫПАР | ХЫПАР СӖНЕС
Please open Telegram to view this post
VIEW IN TELEGRAM
2025/02/18 03:53:55
Back to Top
HTML Embed Code: