PRAVOSLAVNAJACHUVASHIJA Telegram 6496
Етĕрне тӑрӑхӗнчи Советски салинчи Турă Амăшĕ çывăрса кайнă ятпа лартнă чиркĕве çĕнĕрен уçнăранпа 20 çул çитрĕ

Çакна халалласа Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ Савватий савӑнӑҫлӑ кĕлĕ ирттерчĕ.

Советски салинчи Успени чиркĕвне 1882 çулта архитектурăри эклектика мелĕпе усă курса туса лартнă, вăл культурăн регион шайĕнчи пуянлăхĕ шутланать. Нумаях пулмасть çак çуртри упрамалли япаласене уйрăммăн шута илсе палăртнă. Вĕсен шутне чиркÿ стени çинчи ÿкерчĕксем те кĕреççĕ. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче вĕсем çинчен асăнса хăварнă документсем тупнă.

XIX ĕмĕрте чиркÿре Таса Аннăн виççĕмĕш степеньлĕ орденĕн тата апостолсемпе тан Святой Владимир князь орденĕн кавалерĕ Константин Велелепов священник ĕçленĕ. Вăл çавăн пекех дворянсен йăхне пуçарса яраканĕ тата чăваш халăхне çутта кăларассишĕн нумай ĕçленĕ этнографăн, халăх сăмахлăхне тĕпчекенĕн Василий Магницкин (Велелеповăн) ашшĕ.

1935 çулта чиркĕве хупнă,1939-2000 çулсенче унта ялти клуб пулнă. 2004 çулта çак çуртра çĕнĕрен прихут чиркĕвĕ туса хунă. Паянхи кун вăл хăйĕн историне малалла тăсать, культура пуянлăхне упраса пырать, халăхшăн Турра вĕрентĕвĕпе пурăнмалли вырăн пулса тăрать.

Чиркÿ настоятелĕ Савватий митрополита уява килнĕшĕн тав туса, сывлăх сунса пысăк просфора пачĕ, чечек çыххи парнелерĕ. Чăваш митрополийĕн пуçлăхĕ Сергий Воронцов иерея хăйĕн ĕçне тивĕçлипе пурнăçласа пынишĕн тата 50 çул тултарнă ятпа Шупашкар епархийĕн нумай асап тÿснĕ Авраамий Болгарскин виççĕмĕш степеньлĕ медалĕпе наградăларĕ, настоятеле пулăшакан Вера Петрована тата прихут хорĕн регентне Александра Федорована Архиерей грамотисем, Александра Сергеевана Тав çырăвĕ парса чысларĕ.

Роза Деменцова, Зинаида Паршагина, Людмила Каяхова
https://vk.com/video-105377917_456244680

tgoop.com/pravoslavnajachuvashija/6496
Create:
Last Update:

BY Православная Чувашия

Share with your friend now:
tgoop.com/pravoslavnajachuvashija/6496

View MORE
Open in Telegram

Telegram News

Date: |

End-to-end encryption is an important feature in messaging, as it's the first step in protecting users from surveillance. Telegram channels enable users to broadcast messages to multiple users simultaneously. Like on social media, users need to subscribe to your channel to get access to your content published by one or more administrators. Clear Informative Some Telegram Channels content management tips
from us

Telegram Православная Чувашия
FROM American